Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXXII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Шур шуҫӑм сӗмлӗхе сирет...
Паян ирех вӑраннӑ халӑх.
Сӑлтавӗ пур-тӑр асӑнмалӑх
Ҫак тараватлӑ ҫут ире.
Нумай ҫул иртрӗ сисӗнмесӗр,
Чечекӗн пурнӑҫ татӑлни.
Иртмест пӗр кун та ас илмесӗр
Яш-кӗрӗмсен те ватӑлнин.
Пуҫтарӑнчӗ ял-йыш кӗр-шакӑр
Вӑрманлӑ Атӑл ту ҫине.
Ик аллине тыттарчӗҫ ҫӑкӑр
Чечекӗн пӗчӗк ачине.

Ман ен илемлӗн чечекленчӗ,
Вылярӗ пӗлӗт ҫич тӗспе,
Вара вӑраххӑн хӗлхемленчӗ.
Чӳхенчӗ сывлӑш тар пӑс пек.
Унтан пит кӑмӑллӑн хӑпарчӗ
Вӑрман тӑрне сап-сар хӗвел;
Хӑй ӑшшине ҫӗре вӑл сарчӗ —
Вылярӗ Атӑл, сӑрт, пӗве.
Тӗнче кулать, тӑрать яр уҫӑ,
Лӑп ҫил вӑратрӗ калчана...
Якур мучи, каплех чӳк пуҫӗ,
Ҫӗклерӗ пӗчӗк ачана:

«Янк пӗлӗт, Тура, пӳлӗхсем,
Паян ыр кӑмӑллӑ пулсамӑр,
Чӑн тараватшӑн уҫӑлсамӑр,
Тар сывлӑмпа пӗрӗхтерсе
Ҫӗре халь чӗрӗлӗх антарӑр,
Ял-йыш чун-чӗрине кантарӑр,
Вӑл ан ҫӗтертӗр ӗмӗтне,
Упратӑр пурнӑҫ никӗсне.
Ҫут хӗвел тухӑҫ, янкӑр пӗлӗт,
Ҫак ачана эс халалла.
Вӑл пирӗн сапӑр, ҫутӑ ӗмӗт,
Ята вӑл тӑстӑр малалла».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-11 12:28:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2494 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем